1962
| Çулсем |
|---|
| 1958 • 1959 • 1960 • 1961 — 1962 — 1963 • 1964 • 1965 • 1966 |
| Вунçуллăхсем |
| 1940-мĕшсем • 1950-мĕшсем — 1960-мĕшсем — 1970-мĕшсем • 1980-мĕш |
| Ĕмĕрсем |
| XIX ĕмĕр — XX ĕмĕр — XXI ĕмĕр |
1962 çул — тунтикун пуçланакан тĕкел мар çул, Григорий календарĕпе.
Пулăмсем
- II Ватикан Соборĕ ĕçлеме тытăннă.
- 4 çул тăршшĕ (1965—1969) вĕрентӳ чи лайăх тете пулнă спирографа ăслайланă.
- кăрлач, 1 — Анăç Самоа патшалăх суверенитетне пĕлтерет.
- нарăс, 2 — планетăсен парачĕ, унта Хĕвел системин саккăр планеттинчен çиччĕшĕ (Меркурий, Венера, Çĕр, Марс, Юпитер, Сатурн, Уран, çаплах Плутон) хутшăннă.
- нарăс, 11 — Тухăçпа Анăç Берлин чиккинче Фрэнсис Пауэрса Вильям Фишера улăштарнă.
- Пуш, 16 — Шупашкарта телецентр ĕçлеме пуçланă.
- Çу — Чуковский Корней Иванович Оксфорд университечĕн Honoris causa çыравлăх Тухтăрĕн ятне илме тивĕçнĕ.
- Çурла — А. Г. Николаев (çурла, 11-15) «Восток-3» тата П. Р. Попович (çурла, 11-15) «Восток-4» спутник-карапсем çинче пĕрле космослăхра вĕçнĕ.
Çуралнă
Çавăн пекех Категори:1962 çулта çуралнисем
- Кăрлач, 1 — Гурьева Маргарита Валентиновна, сăвăç, актриса, режиссёр.
- Кăрлач, 2 — Кириллов Кирилл Демьянович, литературовед, критик, театровед.
- кăрлач, 14 — Сергей Лейбград, вырăс сăвăçи, литература ĕçченĕ, публицист.
- кăрлач, 18 — Тамара Гвердцители, эстрада юрăçи, РФ тата Грузи халăх артисчĕ.
- кăрлач, 21 — Смолина Людмина Валериановна, чăваш сăвăçи.
- нарăс, 4 — Виктор Бирюков, раççей усламçи тата политик.
- нарăс, 6 — Эксл Роуз, американ рок-музыканчĕ, Guns N' Roses ушкăнăн фронтменĕ.
- нарăс, 8 — Степанов Владимир Васильевич, прозаик.
- нарăс, 10 — Клиффорд Бертон, Metallica ушкăнăн бас-гитарисчĕ (1986 вилнĕ).
- пуш, 15 — Игорь Алейников, совет тата раççей кинорежиссёрĕ (1994 вилнĕ).
- ака, 7 — Михаил Круг, раççей юрăçĕ (2002 вилнĕ).
- ака, 9 — Игорь Подольчак (укр. Ігор Подольчак), украин сарăçĕ тата режиссёр.
- ака, 18 — Джефф Данэм, американ юморисчĕ, теттепе ĕçлекен артист.
- çу, 18 — Крету Сандра, юрăç.
- çу, 20 — Александр Дедюшко, совет тата раççей театрпа кино актёрĕ (2007 вилнĕ).
- çу, 24 — Артур Беркут (Михеев), рок-музыкант, халĕ Ария ушкăнăн вокалисчĕ.
- çĕртме, 19 — Лебедев Валерий Герасимович, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент.
- çĕртме, 21 — Виктор Цой, «Кино» раççей рок-ушкăнĕн ертӳçи тата вокалисчĕ (1990 вилнĕ).
- утă, 3 — Том Круз, паллă американ киноактёрĕ, режиссёр, продюсер, сценарист.
- утă, 16 — Григорий Лепс, раççей юрăçĕ.
- утă, 29 — Мирослав Шкоро, паллă хорват юрăçи, музыкант тата политик.
- çурла, 2 — Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- авăн, 11 — Виктория Полевая, украин композиторĕ.
- юпа, 26 — Кэри Элвис, акăлчан актёрĕ. «Робин Гуд: Арçынсем трикопа» тата «Пăчкă: Чĕрĕ юлас вăйă» фильмсенче тĕп рольсене выляканĕ.
- чӳк, 1 — Энтони Кидис, Red Hot Chili Peppers солисчĕ.
- чӳк, 15 — Пашкова Надежда Николаевна, чăваш спортсменĕ.
- чӳк, 19 — Джоди Фостер, американ актриси.
- чӳк, 22 — Виктор Пелевин, паллă çыравçă.
- раштав, 10 — Масакадзу Кацура, мангака.
- раштав, 30 — Алессандра Муссолини, италсен консервативлă политикĕ.
Вилнĕ
Çавăн пекех Категори:1962 çулта вилнисем
- çурла, 5 — Мэрилин Монро, американ киноçăлтăрĕ (1926 çулта çуралнă).
- çурла, 9 — Герман Гессе, нимĕç çыравçи, литературăпа Нобель парнине 1946 çулта тивĕçнĕ.
- авăн, 19 — Погодин Николай Фёдорович, вырăс совет драматургĕ.
- юпа, 21— Бразилире сарăмсăр Ятарлă тата СССР мĕнпур тивĕçлĕлĕ элчи Илья Чернышёв (1912—1962).
- чӳк, 18 — Нильс Бор, дан физикĕ, физикăпа Нобель парнине (1922) тивĕçнĕ.
- чӳк, 30 — лингвист Макс Фасмер, вырăс чĕлхин этимологи сăмахсарĕн авторĕ.
- Физика — Лев Давидович Ландау — «Конденсиланă хутлăхĕсен, уйрăмах шĕвĕ гелин, облаçĕнчи пионерлă ĕçсемшĕн».
- Хими — Джон Коудери Кендрю тата Макс Фердинанд Перуц — «Глобулярлă белоксен структурине тĕпченĕшĕн. Вĕсем белокăн никам та кунччен курман виçĕ виçеллĕ молекулăн структурине мĕнпур кăткăслăхĕпе кăтартнă».
- Медицина тата физиологи — Джеймс Уотсон тата Фрэнсис Крик, ДНК структурине тĕпченĕшĕн.
- Литература — Джон Стейнбек — «Çемçе юморпа вичкĕн социаллă курăма пурнăç тĕрĕслĕхĕпе сăвăç сăвапĕпе çепĕç çыпăçтарнăшăн».
Спорт
- Свердловск хулинче СССР халăхĕсен I хĕллехи спартакиади иртнĕ.
Çавăн пекех
Content Disclaimer
Informasi ini disarikan dari Wikipedia dan disajikan kembali untuk tujuan edukasi. Konten tersedia di bawah lisensi CC BY-SA 3.0. Kami tidak bertanggung jawab atas ketidakakuratan data yang bersumber dari kontribusi publik tersebut.
- The information displayed on this website is sourced in part or in whole from Wikipedia and has been adapted for the purpose of restating it. We strive to provide accurate and relevant information, however:
- There is no guarantee of absolute accuracy. Wikipedia is an open, collaborative project that can be edited by anyone, so information is subject to change.
- It is not intended to constitute professional advice. The content displayed is for informational and educational purposes only. For important decisions (e.g., medical, legal, or financial), please consult a professional.
- Content copyright. Wikipedia is licensed under the Creative Commons Attribution-ShareAlike License (CC BY-SA). This means that content may be reused with appropriate attribution and shared under a similar license.
- Responsible use. Any risk arising from the use of information from this website is entirely the responsibility of the user.