2005
| Çулсем |
|---|
| 2001 • 2002 • 2003 • 2004 — 2005 — 2006 • 2007 • 2008 • 2009 |
| Вунçуллăхсем |
| 1980-мĕшсем • 1990-мĕшсем — 2000-мĕшсем — 2010-мĕшсем • 2020-мĕш |
| Ĕмĕрсем |
| XX ĕмĕр — XXI ĕмĕр — XXII ĕмĕр |
Пулса иртнĕ
- Ака, 30 — Канаш хулинче çĕнĕ аллеясем никĕсленĕ. Хулари культурăпа кану паркĕпе юнашар çĕнĕ мăшăрсен аллеине, педегоги колледжăн вĕренекенĕсем вĕренсе кухакансен аллеине никĕсленĕ
- Ака, 21 — Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культурă çӳрчĕнче социаллă хӳтĕлес енĕпе ĕçлекенсен Республикăн творчестăллă фестивалĕ уçалнă.
- Ака, 16 — Шупашкар хулинче хулана тасатмашкăн субботник иртнĕ.
- Ака, 15 — Шупашкарăн 25 шкулта вĕренекен 11 çулхи Юлия Иванова Чăваш Енĕн Дартс спорчĕн çĕнĕ рекордне лартнă.
- Чӳк, 13 — Китайра вырнаçнă Цзилинь нефтьпе хими завочĕ сирпĕнсе кайнă. Пушара икĕ кун иртсен кăна сӳнтерме пултарнă. 70 ытла çын аманнă, Сунгари юханшыва таса мар япаласем лекнĕ.
- Çу, 12 — Андижан пăлхавĕ пуçланнă.
- Утă, 22 — Египетри Шарм-эль-Шейх хулинче 4 бобма сирпĕтнĕ. 90 çын ытла вилнĕ, 120 аманнă.
- Юпа, 13 — чечен террорисчĕсем Нальчик хулине тапăнса кĕнĕ.
- Юпа, 23 — Нигерири Лагос хулин аэропорчĕнчен Абуджа хулине вĕçсе тухнă Boeing 737-200 авиалайнер Атлантика океанĕн çыранĕсем патĕнче персе аннă. 111 пассажир, тата лайнер экипажĕн 6 çынни вилнĕ.
- Чӳк, 15 — Референдум иртернĕ хыççăн Италин гимнĕ шутне Fratelli d'Italia гимна йышăннă.
- Чӳк, 21 — Ангела Меркеле Германин федераллă канцлер вырăнне суйласа илнĕ.
- Раштав, 1 — Пермь облаçĕпе Коми-Пермяк автономлă округĕ пĕрлештернĕ май Пермь Енне йĕркеленĕ.
- Раштав, 10 — Нигерире Boeing-737 авиалайнер персе аннă. 103 çын вилнĕ, 7 аманнă.
- Раштав, 11 — Кăтнăр Курил утравĕсем патĕнче Раççей шхуни путнă. Пилĕк çын вилнĕ.
- Раштав, 11 — Мускавăн кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă СИЗО тăрри ишĕлсе аннă. 2 çын вилнĕ, 10 аманнă.
- Раштав, 11 — Лондон çывăхĕнче топливо склачĕсем сирпĕнсе кайнă, 36 çын аманнă, темиçе çын çухалнă.
Çуралнă
Вилнĕ
- Кăрлач, 14 — Акопян Арутюн, фокусник.
- Кăрлач, 22 — Консуэло Веласкес, кĕвĕçĕ.
- Нарăс, 3 — Жвания Зураб Виссарионович, политик, Грузи премьер-министрĕ.
- Нарăс, 10 — Артур Миллер, драматург.
- Нарăс, 20 — Хантер Томпсон, Америкăн çыравçи тата журналист.
- Нарăс, 26 — Джеф Раскин, компьютер тĕлĕшĕнчи ăста, Macintosh компьютера шутласа кăлараканĕ.
- Пуш, 12 — Грибанов Владимир Иванович, сăвăç, тăлмач.
- Пуш, 18 — Джордж Кеннан, дипломат.
- Çурла, 29 — Бахвалов Николай Сергеевич, паллă совет тата Раççей математикĕ.
- Авăн, 21 — Карим Мустай, пушкăрт халăх сăвăçи.
- Юпа, 28 — Назарова Маргарита Петровна, тигрсен укротительници, артистка.
- Юпа, 29 — Коков Валерий Мухамедович, Кабардино-Балкари Республикин президенчĕ.
- Юпа, 30 — Ефимов Георгий Андреевич, чăваш сăвăçи, прозаик, куçаруçă.
- Чӳк, 5 — Джон Роберт Фаулз, паллă британи çыравçи.
- Чӳк, 7 — Трофимов Николай Николаевич, Совет Союзĕн актёрĕ.
- Раштав, 8 — Жжёнов Георгий Степанович, СССР актёрĕ.
- Раштав, 9 — Роберт Шекли, америка çыравçи.
- Раштав, 15 — Кучиев Юрий Сергеевич, Арктика тăрăх çӳрекен капитан, ледокол çинче чи малтан Çурçĕр полюсĕ таран çитнĕ.
- Раштав, 26 — Винсент Андрей Скьявелли, — паллă америка актёрĕ.
Content Disclaimer
Informasi ini disarikan dari Wikipedia dan disajikan kembali untuk tujuan edukasi. Konten tersedia di bawah lisensi CC BY-SA 3.0. Kami tidak bertanggung jawab atas ketidakakuratan data yang bersumber dari kontribusi publik tersebut.
- The information displayed on this website is sourced in part or in whole from Wikipedia and has been adapted for the purpose of restating it. We strive to provide accurate and relevant information, however:
- There is no guarantee of absolute accuracy. Wikipedia is an open, collaborative project that can be edited by anyone, so information is subject to change.
- It is not intended to constitute professional advice. The content displayed is for informational and educational purposes only. For important decisions (e.g., medical, legal, or financial), please consult a professional.
- Content copyright. Wikipedia is licensed under the Creative Commons Attribution-ShareAlike License (CC BY-SA). This means that content may be reused with appropriate attribution and shared under a similar license.
- Responsible use. Any risk arising from the use of information from this website is entirely the responsibility of the user.